Ял хуҫалӑхӗ
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне ака-сухана тухма вӑрлӑх 50 445 тонна янтӑланӑ. Ку — кирлин 106 проценчӗ. Анчах ӑна кондицие ҫитересси майӗпен пырать. Ҫак вӑхӑт тӗлне 90 проценчӗ кӑна акма юрӑхлӑ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчи хуҫалӑхсенче ку енӗпе ӗҫлемелӗх пур. Янтӑланӑ вӑрлӑхран 758 тоннине имҫамланӑ. Ҫӗрулми вӑрлӑхне 5 903 тонна яровизациленӗ. Патӑрьел, Вӑрнар, Красноармейски, Элӗк районӗсенче «иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартма хатӗрлессипе лайӑх ӗҫленӗ. Ҫурхи ӗҫсене ирттерме минерал удобренийӗ 20 пин тонна кирлӗ пулать. Хальлӗхе ӑна 9 пин тонна ытларах кӑна янтӑланӑ (45,4%). Улатӑр (13,1%), Канаш (23,4%), Муркаш (24,1%), Пӑрачкав (16,5%), Вӑрмар (29,6%), Шӑмӑршӑ (26,4%), Тӑвай (26, 4%) районӗсенче уйрӑмах сахал. Пӗтӗмӗшле илсен республикӑри пӗр районта та вӑл кирлӗ чухлӗ ҫук. Минерал удобренийӗ виҫесӗр хакланни, ҫӑмӑллатнӑ кредита вӑхӑтра илейменни те тӳнтерле витӗм кӳчӗ пулас. Дизтопливо 68,4 процент янтӑланӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тӑрӑхӗсенче вӑл сахалрах. Республикипе вара Елчӗксем кӑна ака-суха ирттерме дизтопливо ҫителӗклӗ хатӗрлеме пултарнӑ (110,9 процент). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата кӗрхисене апатлантарма ытти ҫулхинчен иртерех тухнӑ. Анчах акана яланхиллех, ака уйӑхӗн ҫуррисенче кӑна, тытӑнӗҫ. Хирти ҫак ӗҫе пуҫӑнма хресчен ҫумӑр пуласса кӗтет. Енчен ҫумӑр ҫуса юра ирӗлтерсе пӗтерсен, тен, иртерех те пуҫӑнайӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ӗнерхи пресс-конференцире пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе кӑҫал 565 пин ҫектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ку вӑл сахалтан та. Ытларах аксан та пӑсмасть, ӗнентернӗ министр. Ҫӗрулми лаптӑкне те кӑҫал ӳстересшӗн. 3 пин гектар нумайрах лартма палӑртаҫҫӗ. Кун валли ял хуҫалӑхӗнче техника та, вӑрлӑх та, удобрени те пур-мӗн. Халӗ: «Ҫанталӑкӗ ӗҫлеме май патӑр», — тесси кӑна юлать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Куславкка районӗнче хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта республикӑри ачасем хутшӑннӑ, хӑйсем ял хуҫалӑхӗнче мӗн пӗлнине тӗрӗсленӗ. Качака мӗн чухлӗ пурӑнать? Вӑрлӑха епле хатӗрлемелле? Йӑлтах хуравлама тивнӗ ачасен. Партӑсем ҫинче ҫӗрулми, курӑк, тӑпра выртнӑ. Ачасем ӗҫсене тӗплӗн, тимлӗн пурнӑҫланӑ. Хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗрен ачасем те, вӗрентекенсем те мӗнле хатӗрленмеллине пӗлмен. Чӗрчунсем, пахча ҫимӗҫ пирки те ыйтусем пулнӑ. Олимпиада Тӗрлемес шкулӗнче иртнӗ. Унта ытларах Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсенчен килнӗ. Тӗлӗнмелле те, пӗрремӗш Шупашкарти 59-мӗш шкул хутшӑнма шутланӑ. Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кӑнтӑрлаччен ачасем чӗрчунсем, ҫӗр ӗҫӗ пирки ыйтусене хуравланӑ. Унтан пултарулӑх ӗҫне пунӑҫланӑ. Ачасем чӑн-чӑн бизнес-план хатӗрленӗ. Вӗрентекенсем те кӑсӑкланнӑ кунпа, ӗҫсен пурнӑҫланӑ. Олимпиадӑна ирттерес шухӑш Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермерӑн ҫуралнӑ. Вӑл унта ӑсталӑх класӗ те ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Етӗрне районӗнчи Василий Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ ҫӗнӗрен аталанма тытӑннӑ. Хуҫалӑх панкрута тухас патне ҫитсен унта пуян хӑйӗн укҫине хывма шут тытнӑ. Виҫӗ ҫул каялла юхӑнма пуҫланӑ территори халӗ ҫӗнелнӗ иккен. Унчченхи кивӗ сарайсене те, юхӑннӑ территорие те ҫӗнӗ хуҫа йӗркене кӗртнӗ. Лаша витине юсанипе пӗрлех лаша спорчӗ валли кирлӗ хатӗр-хӗтӗре туяннӑ. Мария Петухова тренер чӗлхесӗр ҫак янаварпа кашни кун пӗрле. Кашни лашапа чӗлхе тупмалла туса шухӑшлать иккен хӗрарӑм. Ун валли вӑй та, ачашлӑх та кирлӗ-мӗн. Паян савутра вырӑс тата америка рысакӗсене ӗрчетеҫҫӗ. Халӗ пурӗ 86 лаша. Апатне те вырӑнтах туса илеҫҫӗ. 3 пине яхӑн гектар ҫинче тӗрлӗ культура ӳстереҫҫӗ. Предприятире 16 ҫын ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑнни сиен кӳрет-и? Ку ыйтӑва юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах илтме тӳр килет. Апла-и, капла-и — йӗпреҫсене нимӗн те хӑрушӑ мар. Раҫҫей правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ эмбарго пачах тепӗр май ӗҫлеме хистет– хуҫалӑхсене тӗрлӗ енлӗн аталанма май парать. Килте туса илнӗ сӗте ӑҫта тата мӗнле кайса памалла? Йӗпреҫсен кунашкал ыйту тухса тӑмасть. Виҫӗ ҫул каялла Пучинке ялӗнче сӗт пухакан цех уҫӑлнӑ. Халӗ унта туллин ӗҫлекен предприяти хута ярасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра сӗт савутӗнче услам ҫу тӑвакан лини уҫасшӑн. Предприяти ҫурма хытӑ чӑкӑт кӑларса рынокра ҫирӗпленесшӗн. Сӗт савучӗн учредителӗ Сергей Мулеев рынокра 80 процент вырӑн пушаннине палӑртать. Малтан Раҫҫей чӑкӑчӗ 20 процент кӑна пулнӑ. Халӗ предприяти хатӗрсене 20 миллионлӑх саккас тунӑ, Канашра чӑкӑт енӗпе лайӑх специалист тупнӑ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫне ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Сӗтпе ытларах «Хӗрлӗ партизан» колхоз тивӗҫтерет-мӗн. Унта 300 ытла сӑвакан ӗне. Кунсерен 3 тонна ытла сӗт туса илеҫҫӗ. Предприяти ял халӑхӗнчен те, кӳршӗ регионсенчен те сӗт йышӑнать-мӗн. Хальлӗхе предприятире 20 ҫын тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре кӑҫал 565 пин гектар ҫинче акса-лартма палӑртнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл 1,1 процент нумайрах. Маларах асӑннӑ лаптӑкран 49,7 процентне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 6,4 процентне — ҫӗрулми, 0,8 процентне — пахча-ҫимӗҫ, 2 процентне — техника культури, 41 процентне — выльӑх апачӗллӗх культура. Ку цифрӑсене республикӑн правительствин ларӑвӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов асӑнса хӑварнӑ. Тытман упа тирне сӳме каламаҫҫӗ те, анчах малашлӑха пӑхакансем малашлӑх плансене халех палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑхӗнче мӗн чухлӗ тӗш тырӑпа ҫӗрулми туса илме ӗмӗтленнине те пӗлтернӗ ял хуҫалӑх министрӗ. Тӗш тырра пӗлтӗрхинчен 4,6 процент нумайрах тӗшӗлесе 580 пин тонна пухса кӗртесшӗн, ҫӗрулмине — 17,3 процент нумайрах пухса 681 пин тоннӑна ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн хресченӗсем хирти ҫурхи ӗҫсене пӗтӗрхинчен 10 кун маларах пуҫӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне 10 районта кӗрхисене 3,5 пин гектар ҫинче апатлантарнӑ. Нумай ҫул ӳсекен курӑака та май килнипе удобрени сапма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку енпе ӗнер 6 районта аппаланнӑ. Анчах майӗсем хӗсӗкрех ҫав. Ҫакӑн пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ. Хресчене кӑҫал хаксем ӳсни самай витӗм кӳрет. Удобрени хакне илсен, ансат аммиак селитри кӑна кӑҫал вӑтамран 30 процент таран хакланнӑ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материала кӑҫал пӗлтӗрхинчен 15 процент хаклӑрахпа туянма тивет. Саппа пайсене тата техникӑна илме унчченхинчен 40 процент нумайрах кӑларса хума тивет. Хаксем «ҫыртнӑран» дизтопливӑпа бензина кирлӗ чухлӗ туянса хатӗрлеймен. Малтанхине кирлинчен 51 процент янтӑланӑ, бензина — 35 процент. Паянхи тӗп тӗллев — ял хуҫалӑхне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси иккен. Маларах кредита патшалӑх субсидилесси пирки йышӑну туманран та хуҫалӑхсем кивҫен илме аптӑраса тӑнӑ. Халӗ ку енӗпе лав хускалнӑ теме юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче вешенка ӳстереҫҫӗ. Ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче кӑна уҫнӑ. Кӑмпа ӳстерекен тулли мар яваплӑ общество кӗске вӑхӑтрах аталанса кайма пултарнӑ. Нумаях пулмасть унта Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫитсе курнӑ. Предприяти пуҫлӑхӗ вешенкӑна ӳстерме йывӑр маррине пӗлтернӗ. Хальхи цеха ҫӳллӗ шайри технологиллӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӑмпа улӑм тултарнӑ михӗре ӳсет. Улӑмне Удмурт Республикинчен туянаҫҫӗ иккен. Ҫимӗҫе Мускава ӑсатаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хамӑр тӑрӑхри кану ҫурчӗсемпе те «пӗр чӗлхе тупнӑ» та, унта та сутаҫҫӗ. Продукци кайнине кура производство калӑпӑшне тата ӳстермелле — тепӗр ангарта та кӑмпа ӳстерме тытӑнасшӑн. Вешенка экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланать. Ӑна тӑварлама, маринадлама, ӑшалама пулать. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ялсенче ирсерен сӗт пуҫтараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тӳрӗ чунлӑ, теприсем сӗте шывпа та хутӑштарма именмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа унӑн пахалӑхне тӗрӗслесех тӑма тивет. Паян, пушӑн 19-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ирхи 5 сехетре районти сӗт пахалӑхне тӗрӗслекен комисси тӗрӗслеве килнӗ. Комисси йышне Тӑвай район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ В.В.Чайкин, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗ А.В. Шакин, ветеринари службин ветеранӗ М.Г.Герасимова, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Л.А.Симушкина пулнӑ. Комисси яла ир-ирех килсе сӗт пухас ӗҫе хутшӑннӑ. Сӗте Любовь Иванова пухнӑ. Комисси сӗт пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Рейд вӑхӑтӗнче 15 ҫын панӑ сӗте тӗрӗсленӗ. Комисси сӗт паракан ҫынсене кунашкал рейдсем тӑтӑшах пуласса асӑрхаттарнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫал ҫуркунне ир пуласси пирки ватӑсем хӗллех сӑмахларӗҫ-ха. Вӗсен сӑмахне ӗненмӗн-и? Чӑнах та, пӗр килчӗ. Ҫавна май республикӑри районсем те ҫуракине маларах тухма тытӑнаҫҫӗ. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑхра ав ҫӗре апатлантарма тухнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Муркаш районӗнче ҫуракине мӗнле хатӗрленнине хӑй вырӑна тухса тӗрӗсленӗ. Районта акмалли лаптӑк — 25 пин ытла гектар. Кӗрхисем — 6 пин гектара яхӑн. Ҫурхисем валли 12 пин гектар лаптӑк уйӑрнӑ. «Герой» хуҫалӑхра 30 тонна элита вӑрри туяннӑ. Кунта тулӑсӑр пуҫне урпа, сӗлӗ акма, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ лартма палӑртнӑ. Ҫурхи ӗҫсене пурнӑҫламашкӑн хуҫалӑх кӗске вӑхӑтлӑха кредит илесшӗн. Малашне вӗсем машинӑпа трактор паркне лизинг витӗр ҫӗнетесшӗн. Кӑҫал республикӑра вӑрлӑх хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Сергей Павлов кредит илес текенсем нумайланнине те палӑртнӑ. Ҫанталӑк саккунӗнчен иртеймӗн. Кӑҫал ҫуракине, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 10 кун маларах тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |